top of page

 

                                                                                                                        Тĕрлĕ енлĕ интерес

                                                                                                                                 «Çăварни»

Тĕллевĕсем:

  1. Çăварни  çурхи  уявсенчен  пĕри пулнине  кăтартасси,  ачасен тавракурăмне анлăлатасси,  сăмах  йышне пуянлатасси.

  2. Ачасен  туслăх туйăмне аталантарасси, ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен хушшинче туслă çыхăнăва çирĕплетесси.

  3. Çăварни йăлин сăвви-такмакĕпе, кулăш-хавасĕпе киленесси.

Кирлĕ хатĕрсем: çăварни карчăкĕ, тĕрлĕ тĕслĕ шерепеллĕ тутăр, çаврака икерчĕсем,  вĕри чей, тĕрлĕ спорт инвентарĕсем, çунашкасем, пушă.

Уява хутшăнакансем: ертсе пыракансем, Хĕл, Çуркунне, ачасем, ачасен ашшĕ-амăшĕсем.

(Уява тăвайккинче ирттереççĕ. 5-6 çулхи ачасемпе ирттерсен аван)

1-мĕш ертсе пыракан: Хĕл сиввисем иртсе пыраççĕ. Тÿпере сар хĕвел ăшшăн пăхать, çÿлтен çÿле хăпарать.

2-мĕш ертсе пыракан: Эппин, часах çăварни çитет. Çăварни çитет-çу çитет! Сивĕ хĕле хăйĕн пушшипе çапа-çапа хăвалать. Хĕл йĕрет, тулашать, авăнать, хурланать.

Хĕл: Эх, мана, шур сухала, сарă хĕвел çĕнтерет. Кашни кун хытăрах та хытăрах пĕçерте пуçларĕ. Ман вара ăçтан чăтас? Каяс пуль, ачасем, сире  пăрахса. Парăнма тивет пуль. Юлашки вăй  пĕтиччен хамăн лашасем çине ларса вĕçтерес çурçĕрелле. Сывă пулăр! Вăхăт çитсен эп каялла таврăнăп!

1-мĕш ертсе пыракан: Сивĕсем иртсе пыра пуçласан «çăварни» çитсе тăнă. Çăварни эрнин малтанхи кунне (вырсарни кунне) чăвашсем «аслă çăварни» тенĕ. Çăварни эрнин юлашки вырсарни кунĕ «кĕçĕн çăварни» шутланать.

2-мĕш ертсе пыракан: Аслă çăварни кунĕ ача-пăча ирех çунашкасем, тĕрлĕ ярăнмалли хатĕрсем илсе тăвайккине чупнă. Тăвайккинчен чи малтан ярăнса анакан « шыв çулĕ» уçакан пулнă. Вăл вара çурхи  шыв анана ан çĕмĕртĕр тесе шыв ăсса килнĕ те çуна йĕрĕ тăрăх  юхтарса  янă. Ун хыççăн ытти ачасем те шыв йăтса юхтарнă. Тăвайкки шăнса ларнă. Эх, ярăннă вара!

Юрă «Çăварни çуни»

1-мĕш ертсе пыракан: Атьăр, ачасем, ярăнса каяр-ха çунипе. Кам аяккарах ярăнса анать, вăл «шыв çулĕ» уçакан пулать.

 (Ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тăвайккинчен ярăнса анаççĕ)

2-мĕш ертсе пыракан: Акă, Петĕр, чи пултарулли. Вăл чи малтан ярăнса анчĕ. Шыв çулне уçрĕ. Ме-ха,Петĕр, пĕремĕк, канихвет. Анана тухсан эсĕ пĕрремĕш ывăç тырра акса паратăн. Ай, маттур!

1-мĕш ача:  Çăварни! Çăварни!

                      Çăварни килет, куртăр-и?

                      Çуркунне çитет,сисрĕр-и?

                      Хирĕç тухса илтĕр-и?

2-мĕш ача: Çăварни! Çăварни!

                     Çăварна карса кил!

                     Çăвар тулли икерчи,

                     Картлă-картлă пашалу,

                     Карчĕ сайран çу юхать,

                     Пилĕклĕ-пилĕклĕ пĕремĕкĕ,

                     Пилĕкĕ сайран пыл юхать.

3-мĕш ача: Йăва-йăва йăвача,

                     Кăлтăр-кăлтăр кĕлентер,

                     Пĕтĕм халăх тĕлĕнтĕр!

                     Хĕл çăварĕ хупăнтăр,

                     Çур çăварĕ уçăлтăр.

1-мĕш ертсе пыракан: Çăварни эрнинче юрă-ташă, вăйă- кулă эрнипех тăсăлнă. Атьăр, ачасем, ал татмалла выляр!

Ачасем 2 ушкăна пайланса пĕр вунă утăмран хире-хирĕç карталанса тăраççĕ. Пĕр енчи ушкăн çапла юрлать:

                      Выляма,выляма

                      Кунта килĕр выляма,

                      Алик-салик салара

                      Сала майри картара

                      Кунта кил-ха выляма,

                      Сала майри Урине!

Урине ушкăнран тухса хирĕç тăракан ушкăн патне чупать. Алă татаймасан çав картарах юлать. Алă татсан пĕр ачине илсе килет.

                       Шак-шак, шак кайăк,

                       Шак кайăкне пире пар.

                       Алик-салик пĕр салам.

                        Тавай пире каччине

                        Выляма! Энтрине!

(4-5 хут выляса илеççĕ)

2-мĕш ертсе пыракан: Ачасем, эпĕ сире тупмалли юмахсем калатăп. Тупсăмĕсене пĕлĕр!

  1.   Лапка-лапка юр çăвать,

                        Хура çĕре шуратать.

                        Ку хăçан пулать? (Хĕлле)

                       2. Анаталла вĕçеççĕ,

                           Тăвалла хăйне çĕклеççĕ. (Çунашка)

                       3.Хĕлле эп нумай пулсассăн

                          Çунашкапа, йĕлтĕрпе

                          Савăнсах эс ярăнан.(Юр)

1-мĕш ертсе пыракан: Атьăр, ачасем, тепĕр вăйă выляр-ха. Хăш ушкăн чи вăйли?

Ачасене икĕ ушкăна уйăрса канат турттараççĕ. Вĕсем хыççăн ашшĕ-амăшĕсене те  туртса  пăхма сĕнеççĕ.

2-мĕш ертсе пыракан: Акă, ачасем, юланутçă килет.

Пĕр аслăрах çулти ача патак çине лаша пуç мĕлки туса хунă. Хăй пушă тытнă. Лаша çинче пынă пек сиксе пырать, пушшипе хăмсарать.

Ача: Чир-чĕр кайтăр, усал тĕсел кайтăр!

Майĕпен, ыраттармалла мар пушшипе турта-турта çапать

1-мĕш ертсе пыракан: Атьăр  пурте  çăварни юррисем юрлар.

Çăварни карчăкĕ йери-тавра тăрса тухаççĕ. Алăсенчен тытса « çăварни юррисем» юрласа çаврăнаççĕ.

2-мĕш ертсе пыракан: Ачасем, пăхăр-ха! Çуркунне килет! Хăйĕнпе пĕрле ăшă илсе килет. Атьăр  шăнкăравсене хытăрах янратар. Çÿлти хăватсем вăранччĕр. Пире ăшă кунсем ярса паччăр! Сивĕ хĕле хăвалатчăр!

Çуркунне: Эпĕ çитрĕм. Пĕтĕм чунтан сире курас тесе васкарăм. Мĕнле илемлĕ эсир. Ай, çăварни карчăкĕ! Ăсатса ярар-ха ăна. Пĕтĕм чир-чĕре ялтан илсе кайтăр! Пире ырлăх-сывлăх, вăй-хăват патăр! Çăварни карчăкĕ! Тутлăхлă пул! Чипер кай!

Çăварни карчăкне вут тĕртеççĕ. Вăл çуннă вăхăтра ун йĕритавра çуркунне çинчен юрă юрласа çаврăнаççĕ

1-мĕш ертсе пыракан: Çуркунне çитрĕ! Çу çитрĕ! Çăварни иртсе кайрĕ. Хĕвел палли-икерчĕ. Çуллă вăл, ирĕлсе кăна тăрать. Атьăр пурте пÿлĕме кĕрсе тутлă чейпе çуллă икерчĕ çисе хăналанар. Çăварни эрнинче икерчĕ пĕçермен, пĕр-пĕрне хăналаман çын çук та пулĕ!

2-мĕш ертсе пыракан: Çăварни иртсен Аслă типĕ пуçланать. Ун хыççăн вара пысăк уяв-Мăнкун çитет. Сывă пулар! Пĕрле пурăнар! Пĕр-пĕрне хисеплер! Пĕр-пĕрне пулăшар!

bottom of page